Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Уйӑх ҫути — ҫул ҫути, хӗвел ҫути — кун ҫути.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Кипеч Анатолий Ильич (В. Прокопьев)

Кипеч Анатолий Ильич — ӑсчах, ҫыравҫӑ, обществӑ деятӗлӗ.
Педагогика наукисен кандидачӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, паллӑ ҫыравҫӑ Анатолий Ильич Ефимов Чулкӑмака ялӗнче 1937 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ҫуралнӑ. А.Кипечӗн «мӗр сакки сарлака» статйинчен (Ҫил ҫунат, 1994, №6 11 с.): «Эпир ӗнтӗ, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи ачасем, чылайӑшӗ аттесӗр ӳснӗ. Анне атте вырӑнне те, пичче вырӑнне те пулнӑ. Ҫав тери ӗҫе кӳлӗннӗ май пирӗнпе выляма мар, ачашласа илме те май пулман пуль. Фронта пулӑшассине мала хунӑ. Апла пулин те эпир иртӗнсе ҫитӗнмен, усал ят сарман. Ӗҫленӗ, вӗреннӗ, ҫын пулмах тӑрӑшнӑ».
Пулас тӗпчевҫӗ, музыкант, ҫыравҫӑ ҫиччӗ тултарсан ялти ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкула кайнӑ. 6–7-мӗш классенче вӗреннӗ чухне алӑпа ҫырса «Ҫӗнӗ хунав» журнал кӑларас ӗҫе хастар хутшӑннӑ. 1951 – 1954 ҫулсенче вӑл Ӑвӑспӳрт Кипечри вӑтам шкула ҫӳренӗ. 1956 ҫулта Васильевӑри вӑрман техникумне вӗренсе пӗтерсен Свердловск облаҫӗнчи вӑрман хуҫалӑхӗнче десятникре вӑй хунӑ.
1957 ҫулта А.Ефимова Тинӗс ҫар флотне илнӗ, Владивостока лекет вӑл. Ҫак вӑхӑт ҫарпа флот шутне чакарма пуҫланӑ тапхӑр пулнӑ. Ҫавна май Анатолий Ильич 1958 ҫулта тӑван яла таврӑнать те тӳрех Канашри педагогика училищине вӗренме кӗрет. Музыка учителӗ пулма хатӗрленет. Ҫав вӑхӑтрах пилӗк енлӗн кӗрешес енӗпе Канаш хулин чемпионӗ пулса тӑрать. 1961 ҫулта педучилищӗрен вӗренсе тухать.
1961-1963 ҫулсенче Йӗпреҫри интернат-шкулта, 1963–1964 ҫулсенче хӑй вӗреннӗ училишӗре музыка преподавателӗнче вӑй хурать. 1964 ҫултанпа вӑл И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн музыкӑпа педагогика факультечӗн студенчӗ, унтах аслӑ лаборант пулса тӑрӑшнӑ. Институтран вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн А.И.Ефимов Кӳкеҫри вӑтам шкулта музыкӑна вӗрентнӗ, республикӑри Учительсен пӗлӗвне ӳстерекен институтра музыка кабинечӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ. 1976 ҫулта СССР педагогика наукисен академийӗнче «Чӑваш совет шкулӗнче ачасене эстетикӑлла воспитани парас ӗҫ йӗркеленни» темӑпа кандидат диссертацине хутӗленӗ.
Ку таранччен А.И.Ефимов ӑсчахӑн 60 ытла наука ӗҫӗ ҫапӑнса тухнӑ. Унсӑр пуҫне тӗпчевҫӗн уйрӑммӑн ҫак кӗнекесем пичетленнӗ: «Эстетическое воспитание детей по месту жительства» (1972), «Формирование мировоззрения школьников в процессе художественной деятельности» (1974), «Искусство песенного края» (1974), «Программы по музыке для I–III классов чувашской школы» (1976), «Программы по музыке для IV–VII классов чувашской школы» (1976), «Праздники песни Чувашии» (1977), «Народность эстетического воспитания в педагогической мысли России XVIII–XIX вв.» (Горький, 1988), «Некоторые проблемы подтотовки учителя музыки в современных условиях» (1989), «Народность эстетическото воспитания в наследии передовых русских педагогов второй половины XIX века и просветителей народов России» (1992).
1977 ҫулта Анатолий Ильича «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ят панӑ. 1983 ҫултанпа Анатолий Ильич пед-институтра ӗҫлет. 1983–1988 ҫулсенче педагогика кафедрин доценчӗ, 1988–1994 ҫулсенче музыка воспитанин методикин кафедрин пуҫлӑхӗ. 1994 ҫултанпа философи кафедрин доценчӗ. Халӑх эстетикине тӗпчес, ҫамрӑк ӑрӑва эстетикӑлла воспитани парас енӗпе нумай вӑй хурать.
А.Кипечӗн «Ӗмӗр сакки сарлака...» статйи патне таврӑнар-ха: «Мӗн пӗчӗкрен музыкӑна юрататтӑм. 30 ҫул каялла юрӑсем ҫырас туйӑм ҫуралчӗ. Сӑввисене те хамах ҫыркаланӑ. Унтан – институт. Каллех вӗренӳ. Каярах аспирантура. Наука ӗҫӗсем... Доцент та пултӑм. Литература вара кӗтсе пурӑнчӗ пулас. Уншӑн питех пӑшӑрханмастӑп та. Тӗрӗссипе каласан, ҫакӑ вӑл маншӑн хӑюллӑрах шухӑшсене чӑмӑртама пулӑшакан тапхӑр кӑна пулчӗ. Халӗ вара ирӗклӗх сывлӑшӗпе хавхаланса, унччен пытанса пурӑннӑ сӑмахсемпе туйӑмсене уҫӑмлӑн палӑртма пуҫларӑм. Ытларах прозӑлла сӑвӑсем ҫыратӑп».
Анатолий Кипеч – паллӑ поэт. Вӑл ҫырнӑ сӑвӑ-юрра халӑх хапӑл туса йышӑнчӗ. «Ӗмӗр сакки сарлака» (кӗвви Ю.Григорьевӑн), «Пурнӑҫ ҫулӗ такӑр мар» (кӗвви Ю.Жуковӑн), «Пирӗн пурнӑҫ пыл та ҫу» (кӗвви А.Никитинӑн), «Ача ҫуртӗнче» (кӗвви Ю.Кудаковӑн), «Телей, телей», «Кӑвак кӑвакарчӑн» (кӗвви А.Никитинӑн) юрӑсене чӑвашра илтмен ҫын та ҫук пуль. «Шурӑ Шупашкар» (кӗвви Т.Максимовӑн), «Тӑван ялӑм» (кӗвви П.Федоровӑн), «Ҫумра тӑван пулмарӗ» (кӗвви Ю.Жуковӑн), «Юрату вальсӗ» (кӗвви А.Асламасан), «Афган юрри» (кӗвви Ю.Григорьевӑн), «Эпӗ – роза чечекӗ» (кӗвви А.Никитинӑн), «Чи хакли» (кӗвви И.Аршиновӑн), «Юратусӑр телей ҫук» (кӗвви Ю.Кудаковӑн), «Ватлӑхра пӗрле пуласчӗ» (кӗвви Ю.Григорьевӑн) юрӑсем те анлӑн саралчӗҫ. Вӑл тарӑн шухӑша яракан философиллӗ юрӑсем ҫырать, ытларах вара прозӑлла сӑвӑсем хайлать, вӗсем республикӑри хаҫат-журналсенче тӑтӑшах ҫапӑнаҫҫӗ. 1991 ҫулта А.Кипечӗн «Пурнӑҫ кӗнеки» ятлӑ прозӑлла сӑвӑсен пуххи пичетленсе тухрӗ.
«Пурнӑҫ кӗнекине» кӗнӗ прозӑлла сӑвӑсем «Ӗмӗр сакки сарлака», «Кашни ҫын вӑл – хӑй тӗнче», «Албена кӗввисем», «Венгрири туйӑмсем», «Ачалӑх сӑнарӗсем», «Телее сутӑн илеймӗн» тата «Юратупа илем пӗр тӑван» ярӑмсенчен тӑраҫҫӗ. Ку вӑл шухӑш ҫӑмхине пуҫтаруллӑрах, сулӑмлӑрах кӑтартать, Ҫакна вулакан та ансатрах ӑша хывать.
Геннадий Юмарт ҫырнӑ «Сӑнарлӑ шухӑш йӑви» статьяран (Хыпар. 1992. Автустӑн 21-мӗшё): «...Кӗнекере ӗмӗрхи темӑсемпе ҫырнисем ӑнӑҫлӑрах пулса тухнӑ. Вӗсем «Кашни ҫын вӑл – хӑй тёнче», «Телее сутӑн илеймӗн», «Юратупа илем пӗр тӑван» ярӑмсене ытларах кӗнӗ. Этем кун–ҫулӗн пӗлтерӗшӗ, чун хавалӗн илемӗ, чыс тата ытти ҫакнашкал ӑнлавсене сӑвӑҫ ӳкерчӗклӗ кӑтартать, пӗтӗмӗшле сӑмахпа каланипех ҫырлахмасть. Вӑл хӑйӗн сӑнавёсене пӑшӑрханса пӗлтерет.
Сӑвӑҫ эпир халиччен курнӑ сӑнарсемпс усӑ курниме ҫырлахмасть. хӑй те ӑсталать... Сӑмах тӑтӑшах ырӑпа усал хушшинчи тытӑҫу ҫинчен пырать. Автор этеме айванлӑхран, тӳрккеслӗхрен, тискерлӗхрен хӑтӑлма кирли ҫинчен астутарать. Кӗнекери сӑвӑсен пысак пахалӑхӗ шӑпах тӗрлӗрен пулӑма шухӑшлавҫӑ пек хаклама пикенни. Ку вӑл, пӗр енчен, автор хурапа шурра пайтах тӳссе курнинчен килет. Поэзие алӑ ҫула ҫывхарнӑ чухне тин кӳлӗнни уншӑн усса кӑна кайрӗ теме юрать. Тепӗр енчен, А.Кипече ӑслӑлӑхпа ӳнерлӗх ӗҫӗнче, тӗнчинче вӑй хуни унӑн шухӑшлав стильне туптанма пулӑшни те сисӗнет. Сӑвӑҫ афоризмла сӑнарлӑ пуплевсем тума хӑнӑхнӑ, кӗскен ҫырать. Сӑвӑ тытӑмне кӑрӑнкӑ йӗркелет. Ҫавӑнпа хӑш-пӗр текстсем юрӑ пек вуланаҫҫӗ. Хумлӑн-хумлӑн капланса килекен шухӑшсем сӑвӑ кӗвӗлӗхне ӳстереҫҫӗ...»
А. Кипеч хӑйне пурнӑҫ мӗне-мӗне вӗрентнине анлӑ пӗтӗмлетнӗ, ҫӗр ҫирӗм ытла сӑвӑран чылайӑшӗ вулакана та тӗрлӗрсн ӑс парать, шухӑшлаттарать. Пурнӑҫ кӗнеки – пурнӑҫлӑ кӗнеке.
«А. Кипеч малашне тата та шухӑшлӑрах сӑвӑсем ҫырасса шантарать», – тенӗччё хӑйӗн рецензийӗнче Т.Юмарт. Чӑнах та, «Пурнӑҫ кӗнеки» хыҫҫӑн ҫырнӑ прозӑлла сӑввисен шайӗ татах та ӳсрӗ.
Ю.М. Артемьев профессорӑн «Поэзи чуна сиплетӗр» статйинчен (Чӑваш Ен. 1994. №16): «Анатолий Кипеч тӗнче шавне лайӑх туйса тӑрать. Сӑвӑҫ пултарулӑхӗ хӑвӑрт ҫӗкленсе, палӑрса пынин сӑлтавӗ автор поэзи хавалне музыка культурине (сӑмахран, «Ӗмӗр сакки сарлака» юрӑ) килӗшӳллӗ ҫураҫтарма мехел ҫитернинче ҫеҫ теес килмест манӑн. Паллах, ку та сайрарах тӗл пулакан ӑсталӑх. Ҫапах та А.Кипеч хайлакан сӑвӑсен хӑйне евӗрлӗхне, лирика геройӗн сӑн-сӑпатне чӑн малтан шута илмелле, «Пурнӑҫ кӗнеки» (1991) ятпа сӑвӑсен пуххи кӑларчӗ вӑл. «Кӗвӗленмен сӑвӑсем» тесе палӑртнӑччӗ хӑй вӗсенс. Сӑпайлӑ каланӑ, рифмӑламан тесен, тен, тӗрӗсрех, мӗншӗн тесен сӑвӑсен шалти кӗввине автор уҫӑмлӑ ӗнернӗ. Хитре сӑвӑ хайлакан сӑвӑҫ-такмакҫӑсем пирӗн яланах йышлӑ пулнӑ – пӗтӗм поэзи сипечӗ рифмӑра е сасӑ янӑравӗнче тӑрать тейӗн.
А.Кипеч сӑввисенче пире лирика геройӗн шухӑш-кӑмӑлӗ ҫывӑх, хӑй пурнӑҫӗн опычӗ, хуйхи-суйхи витӗр хаклать вӑл Илемпе Чӑнлӑха, этем тивӗҫӗ канӑҫсӑрлантарать ӑна. Ҫынсен чӗрисенче ырӑ, пархатарлӑ ӗмӗт-шухӑш хуҫаланни савӑнтарать героя, чунсӑрлӑхпа чурӑслӑх пӑшӑрхантарать.
Сӑвӑҫӑн ҫӗнӗ хайлавӗсене вулаканссне сӗннӗ май ҫакна ҫеҫ кӑмӑлтан палӑртас килет: автор унччен пӗрре каланӑ сӑмахӗпе сапӑрланса лармасть, вӑл ҫӗнӗ сӑн-пулӑмсемпе витӗмлӗ сӑрсем шырать; чун ҫумӗнче тӑрӑлса ҫитнӗ шухӑшсене самана чӑнлӑхӗпе тӗрӗслет».
Анатолий Кипеч поэзире хӑй ҫулӗпе пырать. Ҫакна ҫыравҫӑн юлашки ҫулӗсенче пичетлснсе тухнӑ кӗнекисем ҫирӗплетсе параҫҫӗ. 1995 ҫулта унӑн «Пурнӑҫ ҫулӗ такӑр мар» кӗнеки ҫапӑнать, кунта юрӑсемпе прозӑлла сӑввисем кӗнӗ. Унӑн ячӗ юрӑран. «Кашни ҫынах ҫӗр ҫине телей курма ҫуралать», – тесе пуҫласа ярать Кипеч хӑйӗн сӑввинс. Радио итлекенсем 1989 ҫулта кӗвӗленӗ юрӑсем хушшинче «Ӗмӗр сакки сарлака» юрра пӗрремӗш вырӑн пачӗҫ. 1990 ҫулта вара «Пурнӑҫ ҫулӗ такӑр мар» юрӑ мала тухрӗ.
Кипечӗн кашни юрри – ҫӗнӗ сӑмах. Вӗсем халиччен усӑ курман витӗмлӗ сӑнарсемпе пуян.
Вениамин Тимаков поэт ҫырнӑ «Шухӑш – туйӑм ҫӑлкуҫӗ» хыҫсӑмахран (Пурнӑҫ ҫулӗ такӑр мар. Шупашкар, 1995. 186– 187 с.): «А.Кипеч ҫырнӑ прозӑлла сӑвӑсен тематики питӗ анлӑ. Вӗсенче автор пурнӑҫа пур енлӗ тишкерме тӑрӑшни сисӗнет. Ахальтен мар ӗнтӗ вӑл хӑйӗн пӗрремӗш кӗнекине «Пурнӑҫ кӗнеки» тесе ят панӑччӗ. Тата тепӗр шухӑша палӑртни те вырӑнлӑ пуль тетӗп. «Ҫӗр ҫинчи ҫыравҫӑсем пурте пӗр кӗнекс ҫыраҫҫӗ, ҫавӑ вӑл пурнӑҫ кӗнеки пулать», – тет Кипеч. Чӑнах та, ҫын пурнаҫӗнчен хакли мӗн пултӑр тата? «Кашни ҫын вӑл – хӑй тӗнче. Ҫав тӗнчере хӗвел пулса, йӗри-тавра ҫиҫсе тӑрса ӑшӑтать ыттисене. Хӗвел сӳнсен – пурте пӗтет, ҫав тӗнчери пиншер шӑнӑр ӗмӗрлӗхех таталать».
Ҫын ӗмӗрӗн виҫипе пӑхсан Кипеч сӑввисене виҫӗ ушкӑна пайлама пулать: ачалӑх, пиҫсе ҫитнӗ тапхӑр тата ватлӑх. Кашни тапхӑрӑн хӑйӗн сӑн-сӑпачӗ, савӑнӑҫӗпе кулянӑвӗ, йывӑрлӑхёпе ҫӑмӑллахӗ. Ҫаксене шута илсе ҫырать те ӗнтӗ прозӑлла сӑввисене автор...
Сӑввисен тепӗр пайӗ вӑл – илеме мухтаса, искусствӑри пулӑмсемпе хавхаланса ҫырнӑ хайлавсем. «Хитре, хитре тееҫҫӗ, хитре мӗнле пулать-шн?» – ыйту лартать автор. Вара майӗпен ҫут ҫанталӑкри, искусствӑри, ҫынри илеме уҫса пынӑҫемӗн хуравне те ҫирӗплетсе пырать вӑл...
Ман шутпа, Кипечӗн шухӑшлав мелне тарӑнрах тишкерсе пӑхсан унта кӑнтӑр-хӗвел тухӑҫ поэзийӗпе ҫыхӑнса тӑракан шӑнӑрсем пурри сисӗнет. «Кай ман умран, куҫӑм ан куртӑр сана. Куриччен – курас килет, курсан – пӑрӑнас килет. Илемӳ сан – ман валли мар. Кураймастӑп сана. Хамран ытлашши кая юлса ҫуралнӑшӑн сивлетӗп сана. Кай ман умран. Ан ҫӳре ман чӗрене ыраттарса. Кайсан вара ытла нумайлӑха ан ҫухал. Сӑну сан каллех мана асаплантарма пуҫлӗ». Ҫакнашкал хирӗҫлев мелӗпе ӑнаҫлӑ усӑ курса ҫырать автор. Вӑрҫса каланӑ пек туйӑнать. Анчах кунта юрату та, куляну та, ним тума аптрани те аванах сисӗнет.
Пирӗн литературӑра Анатолий Кипсч пурри халӑхӑмӑр шухӑш-туйамне самаях пуянлатать, чӑваш искусствине илем кӳрет, вӑй парать».
1995 ҫулта А.Кипеч тата тепӗр кӗнске – «Юратнӑ юрӑсем» кӑларать, 1996 ҫулта «Чӑваш пулма ҫӑмал мар» кӗнеки тухать. Унта ҫыравҫӑ темиҫе ҫул каялла ҫӗкленӗ темӑсене малалла аталантарать, вӗсенче калас сӑмаха татах та ҫивӗчрех, сӑнарлӑрах калама ӑсталӑх та, вӑй–хал та ҫитерет.
1997 ҫулта А.Кипечӗн «Хӗҫ тумалли хурҫӑ» кӗнеки вулакансем патне 5 пин тиражпа ҫитет.
Кӗнекене чӑваш халӑх поэчӗ, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ чӑваш ҫамрӑкӗсен премийӗн лауреачӗ Ю.Сементер редакциленӗ, «Сӑмах вӗҫевӗ» хыҫсӑмахне те вӑлах ҫырнӑ. Унти йӗркесене илсе кӑтартар-ха:
«Ҫӗнӗлле туйӑмпа, ҫӗнӗлле шухӑшлавпа, ҫӗнӗлле пусӑмпа тухрӗ чӑваш тӗнчине Анатолий Кипеч поэтпа Юрий Григорьев композитор ҫырнӑ «Ӗмӗр сакки сарлака» юрӑ. Республикӑмӑран тава тивӗҫлӗ артистки Людмила Семенова пӗрремӗш хут юрласанах вӑл пурне те тарӑн шухӑша ячӗ:
Ӗмӗр сакки сарлака тетпӗр эпир хӑш чухне,
Сакки чӑн та сарлака, анчах ӗмӗрӗ кӗске…
Чӑнах та, ҫак сӑмахсене илтсен ирӗксӗрех хӑвӑн пурнӑҫ ҫулё ҫине ҫаврӑнса пӑхатӑн: тӗрӗсех утатӑн–и эсӗ, аслине сума сӑватӑн-и, кӗҫӗннине алӑ паратӑн-и, хӑвӑн хыҫҫӑн пыракана умри тумхахран хӑтарма хатӗр тӑратӑн-и... Хӑйӗн шухӑшӗ–кӑмӑлӗпе, хӑйӗи кӗвӗ ҫаврипе пирӗн ҫывӑх тус–юлташ пулса тӑчӗ ҫак ҫурхи шӑнкӑрч кӗвви пек ҫӗнӗ юрӑ. Ан тив, сӑмах искусствин чи ҫӳллӗ виҫине пӑхсан сӑвви те пӗр айӑпсӑрах мар-и унӑн, ятарласах шырасан кӗввинче те ҫитменлӗх тупӑнать-и тен, вӑл енне кайсан мулла хӗрӗ ҫумӗнче те хурламалли сӑлтав пурах теҫҫӗ, – ҫапах та «Ӗмӗр сакки сарлака» хӑйӗн шыравӗпе, ҫӗнӗлӗх туртӑмӗпе чӑваш халӑхӗн асне кӗрсе юлмалли юрӑ пулчӗ. Вал пире калаҫтарчӗ, вӑл пире тавлаштарчӗ, хавхалантарчӗ, ҫунатлантарчӗ, апла тӑк – хӑйӗн ӗҫне турӗ.
Унтан эфира пӗрин хыҫҫӑн тепри тенӗ пек «Пурнӑҫ ҫулӗ такӑр мар», «Телей, телей» юрӑсем тухрӗҫ. Юрий Жуковпа Анатолий Никитин композиторсем, поэт мӗн калас тенине тӗрӗс ӑнланса илсе, унӑн тӗп шухӑшӗпе килӗшӳллӗн паянхи кун ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен кӗвӗ–ҫемӗ тупрӗҫ. Ку юрӑсем те халӑхра хӑвӑрт сарӑлчӗҫ. Ҫапла пуҫланчӗ Анатолий Кипечӗн юра тӗнчинчи пурнӑҫӗ...
...Эстетика тӗпчевҫи. Доцент. Педагог. Политолот. «Канашсем» ен-тешлӗхе пӗршухӑшлӑхпа пӗртӗллевлӗх кӳрсе тӑраканӗ. Ҫыравҫӑ. Прозӑлла сӑвӑсен, калавсен, пьесӑсен, повеҫсен авторӗ. Публицист. Пултаруллӑ спортсмен. Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ. Раҫҫей Писатӗлӗсен союзӗн членӗ. Гражданин... Ҫапла малалла та тӑсса кайма пулать Анатолий Кипеч ӗҫӗ–хӗлӗпе чун туртӑмӗн паллисене. Ҫав паллӑсем витӗр куратпӑр та эпир унӑн сӑн–сӑпатне, чун–чӗринс, унӑн пурнӑҫ тӗллевне».
1999 ҫулта А.Кипеч ҫырнӑ хайлавссм «Думы о чувашском» кӗнекере вырӑсла тухаҫҫӗ. «Юратусӑр телей ҫук» (2000) кӗнекене повеҫсемпе калавсем кӗреҫҫӗ, 2000 ҫулта вӑл «Улӑп таврӑнни» роман кӑларать.
2002 ҫулта А.И.Кипеч чылай сумлӑ ӗҫ «Пурнӑҫ кӗнеки» пичетлет. Унӑн пӗрремӗш пайӗнче 1987–2001 ҫулсенче ҫырнӑ прозӑлла сӑвӑсем, иккӗмӗш пайӗнче – «Ман пурнӑҫӑн тытӑмӗ» автобиографилле повесть. 2003 ҫулта А.И.Кипеч «Ыранхи кун сӑнарӗ» ятлӑ публицистика кӗнекине те ҫаптарса кӑларчӗ.
«Пурнӑҫ кӗнеки пирки пичетре рецензисем чылай тухрӗҫ. Вӗсенче А.Кипеч хайлавӗсене пысӑк хак пачӗҫ.
Раҫҫей Федерацийӗн халӑха вӗрентес ӗҫ отличникё Б.Тихонов ҫырнӑ – Ӑс–хакӑл кӗнеки» рецензирен (Хыпар, 2003, Ҫу, 4):
«...Тепӗр йышши кӗнекене кашни кун пӗрер страница кӑна вулатӑн, апла пулин те хупса хумастӑн. Вулатӑн та шухӑша каятӑн, хӑвна мӗн вуланипе танлаштаратӑн, пурнӑҫ ҫине урӑхла, тен, автор куҫӗпе пӗр пекрех пӑхма тытӑнатӑн. Ҫакӑн пек хак парасшӑн та А.Кипечӗн «Пурнӑҫ кӗнеки» хайлавне.
– Кам вӑл маншӑн Кипеч?
Ман пек ҫулланса пыракан ҫынсен пурнӑҫне пӗр вунӑ-вун икӗ ҫул каярах пырса кӗчӗ вал. Хӑй те мар, вӑл ҫырни. Ун чухне «Ӗмӗр сакки сарлака» юрра юрламан пӗр пултарулӑх ушкӑнӗ те ҫукчӗ пулӗ. Кӗске вӑхӑтрах ҫак юрӑ пӗтӗм чӑваш тёнчине саланнӑччӗ. Чуна пырса тиветчӗҫ юрӑ сӑмахӗсем: малалла пӑхса илетпӗр – ҫулсем нумай та юлман... Ҫамрӑклӑха, мӗнле пурӑнмаллине, пурнӑҫ тути-масине ҫавӑн чухне вара тин кӑшт тишкерсе тухатпӑр... Ҫак сӑмахсене илтсенех кашни хӑйӗн пурнӑҫнс аса илет, ӑна тишкерсе тухать, малашне ырӑ кӑмӑллӑрах тата тасарах пулма тӑрӑшать. Кӗвви хурлӑхлӑрах пулсан та, ҫынна ҫӗнӗ шанчӑк парать. Ҫав вӑхӑтра эпӗ Чӑваш Реслубликин тулашӗнче пурӑнаттӑм. Тӳрех калатӑп, Кипеч ҫыравҫӑ ҫинчен илтмен те. Шупашкара килсе Радио ҫуртӗнче юрӑсем туянсан ҫеҫ ҫав асамлӑ сӑмахсен авторӗ кам пулнине пӗлтӗм. Анатолий Кипеч иккен.
Пӗр юрӑ та сӑвӑҫа пӗтӗм чӑваш тӗнчипе чапа кӑларма пултарать-мӗн.
Халӗ ман умра Кипечӗн яка та илемлӗ, хулӑн хуплашкаллӑ «Пурнӑҫ кӗнеки». «Прозӑлла сӑвӑсем» тесе палӑртнӑ ӑна автор.
Кипечӗн кашни прозӑлла сӑвви вун пилӗк-ҫирӗм йӗркерсн тӑрать. Кӗскереххисем те пур. Пӗр сӑввине вуласа тухатӑп та – теприне вулама тытӑниччен шухӑша каятӑн. Сӑввине хаклатӑн. Хӑвна та сӑвӑри йӗркесемпе танлаштарса пӑхатӑн, хӑвӑнтан хӑв автор пекех ыйтатӑн: «Пӗлесчӗ ман, камсем хисепре-ши: ӑслисем-ши, чейисем-ши, элекҫӗсем-ши, мӗн хушнине пурне те ним сӑмах чӗнмесӗр туса пыракансем-ши?»
Ку йӗркесене автор вун пилӗк ҫул каярах ҫырнӑ пулсан та паян, тин кӑна, паянхи пурнӑҫа хакласа каласа хунӑ пек туйӑнаҫҫӗ...
«Пурнӑҫ кӗнеки» – шухӑшлавҫӑ-ӑсчах кӗнеки. Вӑл вулакан ӑс-хакӑлне пуянлатӗ, ӑна малалла аталантарма хӑйне кура вӑй–хал парӗ».

Прокопьев В. Кипеч Анатолий Ильич // Прокопьев В. Канаш тӑрӑхӗн ятлӑ–сумлӑ ҫыннисем / В. Прокопьев. – Шупашкар, 2005. – С. 178–184.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-07-17 10:46:18 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4553 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем